Пур хыпар та
Новости
2 Апрелӗн 2021, 15:55

Иглино ялĕнче ветеринари центрĕ тума палăртаççĕ

Иглин районĕнчи Иглино ялĕнче 104 млн тенкĕлĕх ветеринари центрĕ хăпартма палăртаççĕ. Кун пирки Иглин район администрацийĕнче иртнĕ «Инвестици сехетĕнче» пĕлтернĕ. Центрта ветклиника çеç мар, ачасене валли вĕрентÿ центрĕ тума та палăртаççĕ.

Ветцентра «Ветна» тулли мар яваплăхлă общество предпринимателĕсем хăпартĕç. Вăл районти культура çурчĕ çывăхĕнче пулĕ.
- Проект участокĕ Районти культура çурчĕн, Иглин ял Канашĕн тата ытти бюджет учрежденийĕсен интересĕсемпе çыхăнни йывăрлăх кăларса тăратать. Райцентрăн тĕп площадьне пурте пĕр пек курмаççĕ, кашни организаци хайĕнне сĕнет, - палăртнă администраци пресс-службинче.
Суйласа илнĕ участокра вырăн çук пулсан, предпринимательсене ветеринари центрĕ лартма урăх вырăн сĕнĕç.
«Ветна» ООО килти чĕр чунсем тата вĕсене валли апат сутатать Картотека кăтартăвĕсем тăрăх, пĕчĕк предприятие 1992 çулта регистрациленĕ. Унăн хуçи - Джамиль Валишин.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас