Пур хыпар та
Новости
2 Апрелӗн 2021, 16:05

«Çĕнтерÿ диктанчĕ» акци иртет

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акци - пирĕн çĕршыв территорийĕнче çуллен ирттерекен патриот мероприятийĕ. Кăçал «Çĕнтерÿ диктанчĕ» апрель уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртет. Республикăри кашни муниципалитетрах акцие ирттермелли лапамсем йĕркелĕç.

- Кăçал акцие тата та ытларах çынна хутшăнтарасшăн. Пирĕн регионта, пĕтĕм çĕршыври пекех, «1418» хатĕрленÿ ăс-тăн вăййи иртнĕ. Ăна 14-18 çулхи шкул ачисемпе студентсем валли йĕркеленĕ. Вăйăра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи темипе çыхăннă ыйтусем пулнă. Регистраци иртнисен шучĕпе Пушкăртстан Раççейре тăваттăмĕш вырăн йышăннă, - пĕлтернĕ регионти ĕç тăвакан комитет ертÿçин çумĕ Александр Толстых .
Диктант çырмалли лапамсене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, «Раççей - ман истори» Истори паркĕнче, Республикăри Çар мухтавĕн музейĕнче йĕркелĕç. Çавăн пекех Алкино-2 çар чаçĕн, Росгвардин, Раççей ШĔМ юридици институчĕн, Ĕпхÿри моторсем тăвакан производство пĕрлешĕвĕн хупă территорийĕсенче те диктант çырмалли площадкăсем пулĕç.
«Çĕнтерÿ диктантне» кăмăл пур кашни çынах хутшăнма пултарать. Ун валли (https://диктант победы.рф./) сайтра регистраци иртмелле çеç. Ÿсĕм тĕлĕшĕнчен чару çук.
2021 çулта «Çĕнтерÿ диктанчĕ» виççĕмĕш хут иртет. Акцие «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти, Раççейри истори обществи, «Çĕнтерÿ волонтерĕ» юхăм ирттерет.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас