Новости
2 Апреля 2021, 10:20

Ветерансем 300 ытла хут тÿлевсĕр таксипе çÿренĕ

Пушкăртстанри ветерансем 300 ытла хут тÿлевсĕр таксипе усă курнă. Хăй вăхăтĕнче республикăри Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви «Яндекс» ОООпа социаллă проект хута янă.

Пушкăртстанри ветерансем 300 ытла хут тÿлевсĕр таксипе усă курнă. Хăй вăхăтĕнче республикăри Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерстви «Яндекс» ОООпа социаллă проект хута янă. Проектпа килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин уйрăм категори йышне кĕрекен ветеранĕсем валли тÿлевсĕр çÿревсем йĕркелеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем‚ концлагерьсенче пулнă «Блокадăллă Ленинград çынни» палла тивĕçнĕ çынсем уйăхне тăватă хутчен тÿлевсĕр такси чĕнтерме пултараççĕ.
«Яндекс. Ветерансем валли такси» акцийĕн срокне кăтартман‚ вăл «Яндекс.Такси» пур хуласемпе районсенче ĕçлет.
Республикăри Ĕç министерствин даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн ветерансем 309 хут тÿлевсĕр таксипе çÿренĕ. Ытларах Ĕпхÿ хулинче çÿревсем тунă.
Ведомствăра палăртнă тăрăх‚ ветерансем Аслă Çĕнтерÿ кунне уявланă кунсенче те тÿлевсĕр таксипе усă курма пултараççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас