Пур хыпар та
Новости
2 Апрелӗн 2021, 15:15

Йăла-йĕркесене тытса пырсан пурнăç малалла тăсăлать

Март уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче тăваттăмĕш хут «Пурнăç тăсăлать» район шайĕнчи фестиваль-конкурс иртнĕ. Фестиваль ячĕ çак кунхине вырăнти культура учрежденинчи лару-тăрупа тачă çыхăнса тăнине уйрăмах савăнтарать.

Март уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче тăваттăмĕш хут «Пурнăç тăсăлать» район шайĕнчи фестиваль-конкурс иртнĕ. Фестиваль ячĕ çак кунхине вырăнти культура учрежденинчи лару-тăрупа тачă çыхăнса тăнине уйрăмах савăнтарать. Чылай вăхăт изоляцинче ларнă тата çĕршыври эпидеми ларăвĕпе çыхăннă мерăсене пула юрра-кĕвве кăмăллакан ял çыннисем ĕçтешĕсемпе курнăçма‚ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма хавас пулнă. Ермеккей тăрăхĕ нумай нациллĕ район пулни асăннă конкурса илемлĕрех‚ туллирех тата интереслĕрех тунă. Вун пĕр коллектив жюри членĕсемпе куракансене мăн аслашшĕ-асламăш йăли-йĕркисемпе паллаштарнă. Вĕсенче ыр-усал тĕнĕпе христианлăх‚ кулленхи пурнăçпа çар паттăрлăхĕ тата ытти те хутăшнă.
Фестивале хуçасем‚ «Шевле» чăваш коллективĕ‚ уçнă. Вĕсем çимĕк уявĕн йăли-йĕрки кашни çĕрте тĕрлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Суккулсемпе уйăлкасем те хăйсен номерĕсене христиансен тĕп уявĕсенчен пĕрне халалланă. Янăшма тата Енкрел ялĕсенчи коллективсем чăвашсем сурхури уявне ĕлĕкрех мĕнле ирттернине кăтартса панă. Районти ытти халăх коллективĕсем те хăйсен халăхĕн пуян еткерлĕхĕпе‚ йăли-йĕркисемпе паллаштарма тăрăшнă.
Жюри членĕсем - «Сумбуль» пушкăрт халăх ушкăнĕн ертÿçи И.Р. Хабирова‚ республикăпа район конкурсĕсен лауреачĕ‚ «Ручеек» ача-пăча лагерĕн директорĕ В.Г. Павлова‚ вырăнти культура уйрăмĕн ертÿçи‚ район администрацийĕнче спорт тата çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Е.А. Головина - конкурсантсене меропритие тĕплĕн хатĕрленнĕшĕн‚ хăйсен ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартнăшăн тав тунă. Чăваш фольклор коллективĕсене илес пулсан‚ тÿресем вырăнсене çапла пайланă: янăшмасем конкурса 1-мĕш степеньлĕ лауреат ята тивĕçнĕ. Эрехĕрри нумай функциллĕ ял клубĕ 3-мĕш степеньлĕ лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ. «Халăх уявĕсене пропагандăласси» номинацире суккулсем мала тухнă. «Вырăнти культурăна пуçарса янăшăн тата ăна сыхланăшăн» номинацие Кăтармас ял клубĕ тивĕçнĕ.
«Пурнăç тăсăлать» район шайĕнчи фестиваль-конкурсăн тĕп парнине‚ Гран-прие‚ Бекетово ялĕнчи çамрăк‚ анчах сахал мар çĕнтерÿ тунă «Селяночка» вокал ушкăнĕ çĕнсе илнĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Ермеккей районĕ‚ Кăратмас ялĕ.
Читайте нас