Урал сасси
+15 °С
Дождь
Новости
5 Апреля 2021, 09:15

2021 çулта 458 лифта улăштарĕç

Пушкăртстанра 2021 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанă вăхăтра 458 кивелнĕ лифта улăштарĕç.

Пушкăртстанра 2021 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанă вăхăтра 458 кивелнĕ лифта улăштарĕç. Вĕсенчен 279-не нумай хваттерлĕ çуртсенчи харпăрлăх хуçисен укçи-тенкипе‚ 179-не - республика бюджечĕпе. Çуртсене тĕпрен юсама 1 миллиард та 215 миллион тенкĕ уйăрса панă. Вĕсенчен 400 миллион тенки бюджет укçи шутланать.
Пĕтĕмĕшле Пушкăртстанри çурт-йĕр фондĕнче 8909 кивелнĕ лифта улăштарма палăртаççĕ. Вĕсенчен 3422-шĕн усă курмалли вăхăчĕ тухнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас