Пур хыпар та
Новости
5 Апрелӗн 2021, 17:30

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва чĕнÿпе тухĕ

Апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва чĕнÿпе тухĕ.

Апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва чĕнÿпе тухĕ. Кун пирки РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ. Дмитрий Песков сăмахĕсем тăрăх, Владимир Путин çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика, технологи аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕ. Унсăр пуçне президент Патшалăх Думин суйлавĕпе çыхăннă ыйтусене те хускатĕ. Патшалăх пуçлăхĕ чĕнсе каланинче социаллă пуçару пирки те сахал мар сăмах пулĕ.
Маларах Владимир Путин чĕнсе калани 2020 çулхи январь уйăхĕнче иртнĕ. Ун чухне калаçу ытларах РФ Конституцине улшăнусем кĕртесси пирки пынă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас