Пур хыпар та
Новости
5 Апрелӗн 2021, 14:20

Вут-çулăм 84 çын пурнăçне татнă

Пушкăртстанра 2021 çул пуçланнăранпа 1610 пушар тухнă‚ вĕсенче 84 çын вилнĕ. Çав шутра тăватă ача. Çавăн пекех 63 çынни тĕрлĕ сурансем илнĕ.

Пушкăртстанра 2021 çул пуçланнăранпа 1610 пушар тухнă‚ вĕсенче 84 çын вилнĕ. Çав шутра тăватă ача. Çавăн пекех 63 çынни тĕрлĕ сурансем илнĕ. Черетлĕ хăрушă пушар апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнче‚ кăнтăрла‚ Ĕпхÿри Дема районĕнче Мусоргский урамĕнчи пурăнмалли çуртра тухнă.
- Пушар пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте тухнă‚ çулăм 4 тăваткал метрлă пÿлĕмри кил-çурт пурлăхне сиенленĕ. Шел‚ çуннă хваттерте 56 çулхи арçын ÿтне тупнă‚ – тенĕ ПР ШĔМ пресс-службинче.
Раççей ШĔМĕн ĕçченĕсем пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ.
Çынсен пурнăçне татакан пушарсен тĕп сăлтавĕсем: вут-çулăмпа асăрханусăр усă курни (çав шутра пирус туртнă чух)‚ электрооборудовани юсавсăр пулни, кăмакасемпе тата электричествăпа ăшăтмалли приборсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас