Новости
6 Апреля 2021, 06:40

Благовещенскра нефтьпе газ отраслĕн импорта улăштаракан производстви пулĕ

«Благовещенск» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) резиденчĕ нефтьпе газ отраслĕ валли виçмелли установкăсем кăларакан производство валли 500 млн ытла укçа уйăрасси çинчен республика правительствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

- Благовещенскра импорта улăштаракан виçмелли установкăсем кăларакан производствăна хута ярасшăн. Çак проекта пурнăçлама 500 млн тенкĕ уйăрасшăн. Çĕнĕ производство пирĕн республикăна, Раççейĕн ытти регионĕсене, çавăн пекех ют çĕршывсене те нефтьпе газ отраслĕнче газ шĕвекĕсен хутăшне тата хисепне виçмелли оборудованисемпе тивĕçтерĕ, - ăнлантарса панă Пушкăртстан Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.
Инвестици проектне 2021-2028 çулсенче хута яма палăртаççĕ. Çĕнĕ производствăра çĕр ытла ĕç вырăнĕ пулĕ.
Регионти экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министр çумĕ Екатерина Кликунова каланă тăрăх, çĕнĕ пуçару Благовещенск хулин производство тухăçлăхне, экономика тупăшне ÿстерме пулăшĕ, бюджета налук чылайрах килĕ.
Читайте нас