Пур хыпар та
Новости
6 Апрелӗн 2021, 16:50

Икĕ пенсионер яла пăхса пурăнаççĕ

Туймазă районĕнчи Ольховка ялĕнче пурĕ те икĕ çын‚ 82 çулхи Валентина Тимофеевнăпа 75 çулхи Николай Михайлович Шерстобитовсем - хисеплĕ мăшăр‚ пурăнать. Пĕтсе пыракан ялăн çыннисем епле пурăннине «Туймазинский вестник» район хаçачĕ каласа панă.

Туймазă районĕнчи Ольховка ялĕнче пурĕ те икĕ çын‚ 82 çулхи Валентина Тимофеевнăпа 75 çулхи Николай Михайлович Шерстобитовсем - хисеплĕ мăшăр‚ пурăнать. Пĕтсе пыракан ялăн çыннисем епле пурăннине «Туймазинский вестник» район хаçачĕ каласа панă.
Шерстобитовсем тивĕçлĕ канăва тухсан яла пурăнма куçнă. Хĕрарăм пурнăç тăршшĕпе кĕленче заводĕнче ĕçленĕ‚ мăшăрĕ - «Теплосетьре».
Пенсионерсен куçĕ умĕнче Ольховка ялĕ ерипен пушанса юлнă. Çынсем хулана тухса кайнă‚ пушă çуртсем хушăнса çеç пынă. Çу вăхăтĕнче хула пурнăçне ялтипе улăштаракансем тупăнаççĕ паллах. Ытларах вĕсем пахчаçăсем.
Мăшăр виçĕ йытăпа икĕ кушак усранисĕр пуçне Дочка ятлă ĕне тата 50 яхăн чăх-чĕп тытать. Пенсионерсем çулла чăх-чĕп шутне ÿстерме‚ бройлерсем тата хурсем туянма палăртаççĕ.
Ялта газ çуккипе кил-çурта вутăпа хутса ăшăтаççĕ. Кил хуçи каланă тăрăх‚ хĕл каçма пĕр машина вут кирлĕ. Апата вара газ баллонĕпе пĕçереççĕ. Ялта çутă пурри ватăсен пурнăçне çăмăлрах тăвать. Апат-çимĕçпе кулленхи пурнăçра кирлĕ япаласене кĕрĕвĕ тăтăшах хуларан илсе килет.
Шерстобитовсене пахча ĕçне илсе пыма йывăр. Çапах та Валентина Тимофеевна чечексем ÿстерет.
Пушă вăхăтра мăшăр хаçатсем вуласа киленет. Вĕсене туянас тесен пенсионерсене Серафимовка ялĕнчи почта уйрăмне çитме тивет. Унта çитме вара 5 çухрăм утмалла.
Çак кунсенче мăшăр туй тунăранпа 36 çул çитнине паллă тунă.
Туймазă хулинче Шерстобитовсен икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ пур. Унта вĕсен мăнукĕ пурăнать. Çапах та вĕсем ял пурнăçне хуларипе улăштарма шухăшламаççĕ. Валентина Тимофеевна пĕлтернĕ тăрăх‚ вĕсем сывă чух Ольховка ялĕ те пĕтмĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас