Пур хыпар та
Новости
7 Апрелӗн 2021, 12:20

2020 çулта Пушкăртстанра апат-çимĕç туса кăларасси 4,5% ÿснĕ

2020 çулта апат-çимĕç продукцийĕн индексĕ, 2019 çулхипе танлаштарсан, 104,5% çитнĕ. Пурĕ 82,5 млрд тенкĕлĕх апата-çимĕç туса илнĕ. 2019 çулхипе танлаштарсан, 116,9%. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче 14,7 млрд тенкĕлĕх апат-çимĕç сутлăха тăратнă (2020 çулхи январь-февраль уйăхĕсене илес пулсан, 115%). Асăннă кăтартусене Республика Правительствин канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Кайăк-кĕшĕк какайĕ туса илесси 2,4, ÿпке-пĕверпе пуç-ура – 1,6 хут, ĕне тата сысна ашĕ - 3%, çурма хатĕр фабрикатсем – 2,7%, ÿсен-тăран çăвĕ – 18,2%, рапс çăвĕ - 43,4%, сырсем - 14,6%, мороженăй - 6,9%, килти чĕр чунсем валли апат – 13,5% ÿснĕ.
Кайăк-кĕшĕк туса илесси ÿсни чи малтан «Урал» комплекса хута янипе çыхăннă. «М.Гафури ячĕллĕ Пушкăртстан кайăк-кĕшĕк комплексĕ» («Индюшкин» брендпа продукци кăларатчĕ) укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăр лару-тăрăва тата харпăрлăх хуçисем хушшинче килĕшÿ çуккине пула хăй ĕçне 2017 çулхи октябрь уйăхĕнче чарса тăратнă. 2019 çулта производство активĕсене Мускаври «Урал» Кайăк-кĕшĕк комплексĕ» тулли мар яваплăхлă обществăна арендăна илме ирĕк панă. 2019 çулхи ноябрь уйăхĕнче комплекса инкубаци çăмартисене илсе килнĕ. 2020 çулта компани пысăк вăй-хăватпа ĕçлеме пуçланă. Кăрккасен шучĕ 850 пин пуçа çитнĕ. Çулталăк хушшинче предприяти 25 пин тонна аш туса илнĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас