Пур хыпар та
Новости
7 Апрелӗн 2021, 10:45

Аграрисене çур аки вăхăтĕнче тухăçлă пулăшу парĕç

Апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче ПР Премьер-министрĕ Андрей Назаров ирттернĕ правительствăн ларăвĕнче хуçалăхсем çур акине хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туса ирттернине сÿтсе явнă.

Апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче ПР Премьер-министрĕ Андрей Назаров ирттернĕ правительствăн ларăвĕнче хуçалăхсем çур акине хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туса ирттернине сÿтсе явнă.
ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов сăмахĕсем тăрăх, 2021 çулта 3 млн гектар акмалли çĕр лаптăкĕсем пулĕç. Çакă 2020 çулхинчен 1% нумайрах.
- Кĕрхи тырăсем лайăх хĕл каçнă, вĕсен шăтаслăхĕ 90% танлашать, - палăртнă вице-премьер. - Ку - питĕ лайăх кăтарту. Çавăнпа та эпир малашне кĕрхи тулăсен лаптăкне 20%, кĕрхи ыраша 14% ÿстерме палăртатпăр.
Республикăри хуçалăхсенче акмалли çĕрсене кăпкалатакан тата акакан машинăсене çур акине хатĕрлесе çитернĕ. Хальхи вăхăтра агрегатсене пуçтарассипе ĕçлеççĕ. Тракторсем акана 98% таран хатĕр. Хуçалăхсенче 274 пин тонна çурхи тĕш тырăсен вăрлăхне хатĕрленĕ. Çав шутра 34,5 пин тонна суперэлита тата элита йышши вăрлăхсем (план çумне 95%).
Хальхи вăхăтра аграрисен умĕнче çурхи ĕçсене ирттерме хуçалăхсене минераллă удобренисемпе тивĕçтересси тĕп тĕллев пулса тăрать. Апрель уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне 60 пин тонна минераллă удобрени туяннă (план çумне 75%). Çак енĕпе Чекмагуш, Çтерлĕ, Авăркас районĕсем малта пыраççĕ.
- Республика правительстви аграрисен кирек епле ыйтăвне те тимлесех тăрать, çурхи ĕçсене ирттерме вĕсене тивĕçлĕ пулăшу парать, - пĕтĕмлетнĕ Андрей Назаров.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас