Ăслăлăх уявне республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчи ăсчахсем, вĕрентекенсем, студентсемпе шкул ачисем хутшăнма кăмăл турĕç. Тухса калаçакансем хăйсен тĕпчевĕсенче тарăн проблема хускатнипе, çивĕч ыйту тавра калаçнипе палăрчĕç, хăйсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.
Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студентсем те чăваш литератури тата чĕлхе секцийĕсене хутшăнса хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç. Тăван чĕлхепе литературине, культурине юратакан, хисеплекен шкул ачисемпе студентсем ăслăлăх конференцийĕнче маттур пулнишĕн çĕнтерÿ дипломĕсене тивĕçрĕç.
1-мĕш вырăн - Вероника Федотова, 9 класс, Авăркас районĕнчи Çĕньял шкулĕ (ăслăлăх ертÿçи - Г.В. Карпова); Анастасия Федорова, чăваш уйрăмĕн 2-мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи - Л.В. Коротаева доцент).
2-мĕш вырăн - Анфиса Салихова, чăваш уйрăмĕн 2-мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи - Л.В. Коротаева доцент); Карина Григорьева, чăваш уйрăмĕн 3-мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи - Л.В. Коротаева доцент).
3-мĕш вырăн - Виктория Федорова, чăваш уйрăмĕн 5-мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи - Л.В. Коротаева доцент), Кристина Никифорова, чăваш уйрăмĕн 1-мĕш курс студентки (ăслăлăх ертÿçи - Л.А. Афанасьева доцент).
Паянхи кун ăс-хакăл вăйне пурнăçа кĕртме лайăх мелсем пур. Шел пулин те, кăçал гимназипе пĕрле тутар тата чăваш филологийĕн кафедри йĕркеленĕ мероприятие республикăран Авăркас районĕнчи Çĕньял шкулĕ кăна тĕпчев ĕçĕ тăратрĕ. Малашне çакăн пек паллă пулăмсене чăвашсенчен те йышлăрах хутшăнсан тем пекехчĕ.
Лариса КОРОТАЕВА доцент.
Çтерлĕ хули.