Пур хыпар та
Новости
8 Апрелӗн 2021, 18:05

Экологсем юхан шыв мĕншĕн вараланнине тĕпчеççĕ

ПР Экологи министерствин ĕçченĕсем Сарыяз шывĕ мĕншĕн таса маррине тĕпчеççĕ. Асăннă юхан шыв Шурă Атăл бассейнне кĕрет. Инкеклĕ ĕç пирки Дюртюли районĕнче пурăнакансем социаллă сетьсенче пĕлтернĕ. Вĕсем пулăсем йышпа вилнине асăрханă.

Лаборатори ĕçченĕсем тĕпчев ирттерме шывăн пробине илнĕ. Çывăх вăхăтра ведомствăра юхан шыв вараланнин сăлтавне палăртĕç. Министерствăра шыв юххинче çуллă тумхасем (маслянистые пятна) сарăлас хăрушлăх çук тесе шутлаççĕ.Тĕрĕслев материалĕсене Роспотребнадзора çитерĕç. Асăннă управлени специалисчĕсем кирлĕ йышăнусем тăвĕç.
Сарыяз юхан шыв вăрăмăшĕ - 24 çухрăм. Вăл Шурă Атăлăн сулахай юппине‚ Куваш юхан шывне‚ юхса кĕрет.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас