Урал сасси
+18 °С
Облачно
Новости
8 Апреля 2021, 09:10

Наркотик хутăшĕсене çĕр улми ăшĕнче сутма хăтланнăшăн тĕрмене лекнĕ

Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи суд 31 çулхи арçын тĕлĕшĕпе «наркотиклĕ хутăшсене закона пăсса пысăк мар калăпăшпа сутма хăтланнăшăн» статьяпа приговор йышăннă.

Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи суд 31 çулхи арçын тĕлĕшĕпе «наркотиклĕ хутăшсене закона пăсса пысăк мар калăпăшпа сутма хăтланнăшăн» статьяпа приговор йышăннă.
ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ айăпланакан 2019 çулхи октябрь уйăхĕнче интернет урлă гашиш туяннă. Ăна вăл çĕр улми ăшне чикнĕ. Улма пĕрпĕтĕмлĕхне (целостность) пăсас мар тесе ăна скотчпа чĕркенĕ. Çутă маякĕ вырăнне хунар вырнаçтарнă. Арçын çĕрле ĕçпе юсакан учрежденийĕн территорине çывхарнă май çĕр улмисене хÿме урлă ывăтнă. Киревсĕр ĕçе вĕçлесен таксипе килне таврăнса кайнă. Çапах та колони ĕçченĕсем ăна асăрхаса юлнă‚ вăхăтра ярса тытнă.
Арçын хăйнĕн айăпне пĕтĕмĕшле йышăннă. Суд ăна тăватă çул та ултă уйăха çирĕп режимлă ĕçпе юсакан колонине хупма йышăннă.
Асăннă приговор вăя кĕмен.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас