Пушкăртстан статистикĕсем республикăра апат-çимĕç хакĕсем пĕр эрне хушшинче епле улшăннине пĕлтернĕ.
Мониторинг даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн март уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 5-мĕшĕччен çĕр улмин хакĕ 6% ÿснĕ. Чăн та‚ унăн хакĕ пĕчĕк мар: вăтамран пĕр килограмм çимĕçе 36‚8 тенкĕпе туянма пулать. Иккĕмĕш вырăнта - чĕрĕ хăяр (+2‚8%). Çак пахча çимĕçĕн вăтам хакĕ 104‚6 тенке çитнĕ.
«Социаллă карçинккана» кĕрекен кăлпассин хакĕ те улшăннă. Вăл пĕр эрне хушшинче 2‚2 процента хакланнă. Вăтамран пĕр килограмм кăлпасси 417‚4 тенкĕ тăрать. Унсăр пуçне хакланнă апат-çимĕçсен списокне 2‚5-3‚2 % çуллă сĕт (+1‚9%)‚ шоколадран тунă канфетсем (+1‚8%) кĕнĕ. Пĕрремĕшĕн вăтам хакĕ 66‚6 тенкĕпе танлашать пулсан‚ иккĕмĕшĕн - 288‚3 тенкĕ.
Эрне хушшинче республикăра вир кĕрпи (-2‚8%)‚ чĕрĕ помидор (-1‚6%)‚ хытă йышши сырсем (-0‚7%)‚ услам çу (-0‚6%)‚ панулми‚ сивĕтнĕ чăх ашĕ (-0‚5%) йÿнелнĕ. Çавăн пекех ачасен апатланăвĕ валли хатĕрленĕ пахча çимĕç тата улма-çырла консервисен‚ купăста‚ вермишель тата тăвар хакĕсем 0‚2 - 2‚8 % чакни сисĕннĕ.