2021 çул пуçланнăранпа Вăтам Ази Пушкăртстана 10‚7 пин тонна пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа тивĕçтернĕ.
Регионти Россельхознадзор управленийĕн даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн республикăна Узбекистанпа Казахстанран тата Туркменинчен 1174 тонна гранат‚ помидор‚ сухан‚ купăста тата пăрăç кÿнĕ.
Унсăр пуçне Казахстанран 8909 тонна хĕвел çаврăнăш тĕшши‚ 388 тонна рапс вăрри тата 260 тонна рис кĕрпи илсе килнĕ.
Управленинче ĕçлекен çынсем продукцийĕн 246 партине тĕрĕсленĕ‚ вĕсем тăрăх актсем çырнă.