Новости
9 Апреля 2021, 06:55

Алексей Русских Ульяновск облаçĕн губернаторĕн тивĕçĕсене пурнăçлĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ульяновск область губернаторĕн Сергей Морозовăн отставкăна яма ыйтса çырнă заявленине алă пуснă. Регион губернаторĕн тивĕçĕсене Алексей Русских пурнăçлĕ. Указа Кремль сайтĕнче пичетлесе кăларнă.

Алексей Русских 1968 çулхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ижевск хулинче çуралнă. Патшалăх Думин пиллĕкмĕш, улттăмĕш , çиччĕмĕш суйлавĕсен (РФ Коммунистсен парти ятĕнчен, 2007-2018çç) депутачĕ. 2018 çултанпа Мускав облаçĕн патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн Федераци Канашĕн членĕ. С.Морозов отставкăна кайнă хыççăн региона Алексей Русских ертсе пыма пултарасси пирки «Ъ» çăлкуçĕсем хыпарланă. Вĕсен информацийĕ тăрăх, асăннă кандидатурăна иртнĕ çултах тăратнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас