Апрель уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче «Урă ял-2020» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Ăмăртăва хутшăннă ялсенче халăх йышĕ тĕрлĕ пулнине шута илсе çĕнтерÿçĕсене тăватă категорине пайланă: чи пысăк‚ пысăк‚ вăтам тата пĕчĕк ялсем. Церемони умĕн ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров мала тухнă 12 ял-салан экспозицийĕсемпе паллашнă.
Районсен администраци пуçлăхĕсем тата ялсенче пурăнакансем Радий Хабирова хăйсен ялĕн историне‚ грант укçисемпе мĕн тăвассине каласа панă.
Иртнĕ çулхи конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе регион ертÿçи парне фондне ÿстернĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле парне фончĕ 40 млн тенкĕпе танлашать. Малти вырăна тухнисем 5-шер млн тенкĕ‚ иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнисем 3-шер млн тенкĕ‚ виççĕмĕш вырăншăн 2-шер млн тенкĕ илме тивĕçнĕ.
Республика пуçлăхĕ «Урă ял» конкурс халăх конкурсĕ пулса тăнине палăртнă. Вăл церемони вăхăтĕнче конкурс йĕркелÿçисенчен пĕрне ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕн çумне Эльвира Аиткулована‚ районсен администраци тата ял Канашĕсен пуçлăхĕсене‚ ял çыннисене тав тунă.
Пин ытла çын пурăнакан ялсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Учалă районĕнчи Ильчино ялĕ çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Ĕпхÿ районĕнчи Шамонино ялĕ‚ виççĕмĕш вырăнта Татăшлă районĕнчи Шулганов ялĕ пулнине палăртса хăвармалла.
Пысăк ялсем категорийĕнче Кугарчă районĕнчи Исимово ялĕ – I вырăн‚ Бирск районĕнчи Бахтыбаево ялĕ - II вырăн‚ Абзелил районĕнчи Таштимерово ялĕ III вырăн йышăннă.
Вăтам ялсен хушшинче çĕнтерÿçĕсен картлашки çапларах пулнă: I вырăн – Çтерлĕ районĕнчи Кучербаево ялĕ‚ II вырăн – Кигин районĕнчи Старомухаметово ялĕ‚ III вырăн – Бурзян районĕнчи Бретяково ялĕ.
Пĕчĕк ялсен шутĕнче пĕрремĕш вырăна Баймак районĕнчи Нижнеяикбаево ялĕ‚ иккĕмĕш вырăна Куюргазă районĕнчи Якутово ялĕ‚ виççĕмĕш вырăна Благовар районĕнчи Верхние Каргалы ялĕ çĕнсе илнĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем регион пуçлăхĕн аллинчен Дипломсемпе укçа-тенкĕ сертификачĕсене илме тивĕçнĕ.
Радий Хабиров çĕнтерÿçĕсене саламланă май‚ ял çыннисен пуçарулăхĕ çитес çулта конкурсăн парне фондне тата та ÿстерме хистенине палăртнă.