2020 çулта Пушкăртстанра ятарлă тăраткăчсене (спецстоянка) 26459 тĕрлĕ транспорт хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Вĕсенчен 25414-не хуçисене каялла тавăрса панă. Хурçă утсене эвакуаторпа вырăна илсе çитернĕшĕн тÿленĕ укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи 64 млн ытла тенкĕпе танлашать.
Хальхи вăхăтра çăмăл автомобиле ятарлă тăраткăча илсе çитерес тесе 1500 тенкĕ тÿлеме тÿр килет, унсăр пуçне тăраткăчра кашни пĕр сехетшĕн 25 тенкĕ илĕç. Паянхи кун республикăра транспорта эвакуацилессипе 20 организаци ĕçлет, вĕсене конкурс мелĕпе суйласа илнĕ.
Автомобильсене штраф тăраткăча ытларах чухне хурçă ута юраман вырăнта хăварнă чухне тата ытти сăлтавсене пула (закона пăхăнманнипе) илсе каяççĕ. Юлашки çулсенче вара кил картишĕсенче тăракан авариллĕ е кивĕ автомобильсене эвакуацилесси йăла кĕрсе пырать. Мĕншен тесе вĕсем чылай чухне газонсем çинче тăраççĕ, е кĕмелли-тухмалли çулсене пÿлсе чăрмантараççĕ. Çак мерăна автомобиль хуçисене асăрхаттарас тĕллевпе те пурнăçлаççĕ.