Новости
11 Апреля 2021, 11:25

Амăшĕ ывăлне çĕçĕпе чикнĕ

Мечетли районĕнчи Аслă Устьинск ялĕнчи пĕр çемьере харкашу пулса иртнĕ. Çирĕм пилĕк çулхи арçын хайĕн амăшне хĕнеме тытăннă. Хĕрĕх тăваттăри хĕрарăм та парăмра юлман, алла çĕçĕ илнĕ те ывăлне хырăмĕнче чикнĕ.

Çамрăк арçынна больницăна илсе çитернĕ, тухтăрсем унăн вар-хырăм хăвăлĕ суранланнине çирĕплетнĕ. Халĕ Мечетли районĕн шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем çемьери харкашу мĕн сăлтава пула пулса иртнине уçăмлатаççĕ.
Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çемьере хирĕçÿ-харкашу сĕтел хушшинче пĕрле эрех-сăра ĕçнинчен пуçланнă. Суранланнă арçынна маларах та судпа айăпланă пулнă.
Хĕрарăм хăй мĕн тунине тата айăпне йышăннă. Преступлени вырăнĕнче çĕçĕ тупнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас