Новости
11 Апреля 2021, 10:45

Азнаево ялĕ шыв айĕнче, çынсене эвакуацилеме тÿр килнĕ

Пишпÿлек районĕнчи Азнаево ялĕнчи 78 кил-çурт çумĕнчи лаптăксем шыв айне пулнă. Çакă ăшă çанталăка пула юр тата пăр хăвăрт ирĕлнипе çыхăннă.

Пишпÿлек районĕнчи Азнаево ялĕнчи 78 кил-çурт çумĕнчи лаптăксем шыв айне пулнă. Çакă ăшă çанталăка пула юр тата пăр хăвăрт ирĕлнипе çыхăннă.
Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнчи кăтартусем тăрăх, Уяза юхан шыври шыв шайĕ 440 сантиметр хăпарнă. Ирхи вунă сехет тĕлне шыв шайĕ ялтан чакма пуçланă.
Вырăнта Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕн оперативлă штабĕ ĕçлет тесе пĕлтерет ведомствăн пресс-служби. Шыв илнĕ çуртсенчен Ĕпхÿри шыравпа çăлавçăсен отрячĕ 11 çынна эвакуациленĕ. Вĕсенчен иккĕшне вăхăтлăха пурăнмалли вырăна вырнаçтарнă, ыттисем тăванĕсем патĕнче юлма кăмăл тунă.
«Суранланнисемпе вилнисем çук,- тенĕ Инкеклĕ лару-тăру министерствинче,- Ведомство ĕçченĕсем шыв илнĕ кашни килех кĕрсе тухаççĕ, ял çыннисене ейÿ шайĕ мĕнле тăнине пĕлтереççĕ. Халăх мĕнпур хыпара пĕлсе тăрать, кăмăлсăр пулса çăхав çыракансем пулман».
Инкеке лекнĕ ял халăхне вăхăтлăха вырнаçтарма пĕтĕмĕшле 300 вырăн хатĕрленĕ. Вĕсем Азнаево ялĕнчи Б. Имашев ячĕллĕ вăтам шкулта тата Аитовăри Фатих Карим ячĕллĕ шкулта вырнаçнă. Ейÿ инкекне сирсе ярас тесе пурĕ 29 техника ĕçлет тата 83 çын вăй хурать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас