Пур хыпар та
Новости
12 Апрелӗн 2021, 17:30

Балкон çинче вилнĕ хĕрарăм ÿтне тупнă

Ĕпхÿ хулинчи Октябрьский район судне арçын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç ярса панă. Ăна «вĕлернĕ» тата «вăрланă» статьясемпе айăплаççĕ.

Ĕпхÿ хулинчи Октябрьский район судне арçын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç ярса панă. Ăна «вĕлернĕ» тата «вăрланă» статьясемпе айăплаççĕ.
Следстви ăнлантарса панă тăрăх‚ айăпланакан хăйĕн хĕрарăм-пĕлĕшĕпе унăн хваттерĕнче ĕçкĕ-çикĕ йĕркеленĕ. Самаях ĕçнĕ çынсен хушшинче хирĕçÿ тухнă.
Хăна пĕр шухăшламасăр çĕçĕ ярса тытнă та хĕрарăма 14 хутчен чикнĕ‚ вилмеллех суран кÿнĕ. Арçын вилнĕ çын ÿтне кавирпе чĕркенĕ. Унтан ăна балкон çине илсе тухнă. Киревсĕр ĕçе вĕçлесен хваттер уççине илсе тарнă.
Каярах айăпланакан хваттере таврăннă. Вăл унти пурлăха вăрласа тухма шут тытнă. Сиен виçи 5900 тенкĕпе танлашнă.
Правăна сыхлакан органĕнче ĕçлекенсем айăпланакан йĕрĕ çине епле тухни паллă мар. Халĕ арçын хăйĕн преступлениллĕ ĕçĕсемшĕн явап тытĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас