Новости
12 Апреля 2021, 12:00

Ейÿ сарăлнине пула автоçула хупнă

Ейÿ шывĕсем хăпарнине пула Мияки районĕнче апрель уйăхĕн 13-мĕшĕччен (23.00 сехетчен) Миякитамак – Нарыстау (Элшей районĕ çумĕнче) автоçула хупнă.

Ейÿ шывĕсем хăпарнине пула Мияки районĕнче апрель уйăхĕн 13-мĕшĕччен (23.00 сехетчен) Миякитамак – Нарыстау (Элшей районĕ çумĕнче) автоçула хупнă.
ПР Çул-йĕр хуçалăх управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çак çула çаврăнса иртес текенсен Миякитамак ялĕнчен тухса М-5 «Урал» Чишма – Аксеново – Киргиз-Мияки çулпа Раевка тата Раевка-Чебенли çити каймалла. Хăрушлăх кăларса тăракан участокра дежурнăйсем тăраççĕ. Маларах Кармаскалă районĕчи автоçулсене хупни паллă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас