Пур хыпар та
Новости
12 Апрелӗн 2021, 12:50

Пĕр тăвансем пăр çинчи ачасене çăлса хăварнă

Апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче Дуван районĕнчи Месягутово ялĕнче Ай юхан шывра чутах ачасем путса вилмен. «Дуванский вестник» район хаçачĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ вĕсем пăрпа витĕннĕ юхан шыв çинче вылянă. Ачасем уçăлса çÿренĕ вăхăтра çÿхе пăр катăлса çыранран уйрăлнă.

Çакна Гирфанов пĕр тăвансем асăрханă. Çав вăхăтра Ильдар тата Айдар Месягутово ялĕ варринче вырнаçнă кĕпер урлă каçса пынă. Вĕсем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр пăр татăкĕ çинче юлнă ачасене асăрханă. Арçынсем пĕр тăхтаса тăмасăр инкеке лекнисем патне васканă.
- Ачасем юхан шывăн варрине‚ çыранран 20-30 метр аякка‚ çитме ĕлкĕрнĕччĕ. Инкек пирки «112» номерпе‚ çавăн пекех Ильнур Акмалов водителе шăнкăравласа пĕлтертĕмĕр. Вăл та «тыткăна» лекнĕ ачасене çăлма пулăшрĕ‚ - каласа панă пĕр тăвансем.
Арçынсем пĕр-пĕринпе вĕренпе çыхăннă хыççăн пăр çийĕпе урисене шутарса ачасем еннелле утнă.
- «Тыткăна» лекнĕ ачасене хăтартăмăр‚ каялла та çаплах килтĕмĕр. Вĕсем хăйсемех çыран хĕррине тухма пултарнă пулĕччĕç‚ анчах питĕ хăранă‚ - тенĕ Ильдар.
Вырăна васкавлă служба килсе çитиччен ачасене çăлассипе çыхăннă операци вĕçленнĕ. Никама та медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас