Нумай хутлă çуртра пурăнакансем пурлăх хуçисен пухăвне ирттерсе маларах, постановлени тухиччен, ăшă парассине чарма пултараççĕ. Муниципалитет е пурăнакан çуртăн килĕшĕвĕпе ăшă парассине чарас пулсан ăна каялла хускатма май пулмĕ. Çанталăк сивĕтес пулсан та. Çавăнпа та çак ыйтăва татса панă чухне кам йышăну тăвать, вăл явапли те пулса тухать. Тĕрĕссипе вара Пушкăртстанра ăшăпа тивĕçтерессине яланах май уйăхĕн 1-мĕшĕччен йĕркелеççĕ.