Новости
12 Апрелӗн 2021, 07:50

Субботниксене 173‚5 пин çын хутшăннă

Апрель уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Пушкăртстан Республикинче иртнĕ Тасалăх кунĕсене‚ апрель уйăхĕн вуннăмĕш кунĕнче пĕтĕм республикипе йĕркеленĕ субботника 173 446 çын хутшăннă тесе пĕлтернĕ ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви.

Апрель уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Пушкăртстан Республикинче иртнĕ Тасалăх кунĕсене‚ апрель уйăхĕн вуннăмĕш кунĕнче пĕтĕм республикипе йĕркеленĕ субботника 173 446 çын хутшăннă тесе пĕлтернĕ ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви. Çав шутра - 7 947 организаци‚ 20 211 студентпа шкул ачи‚ 5 936 волонтер. Субботник кунĕнче 3 пин тонна яхăн ăпăр-тапăр‚ çÿп-çап пухнă‚ пĕтĕмĕшле 1840 ятарлă техника явăçтарнă.
Республикăра Тасалăх кунĕсем апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 8-мĕшĕччен иртĕç. Тепĕр субботнике республикăра апрель уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркелĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас