Ача чухне хурăн шывĕ ĕçмен çын çук та пулĕ. Ун тутине манас та çук! Совет саманинче ăна лавккасенче час-часах курма май пулнă-ха. Кирлĕлĕхĕпе вăл ытти сĕткенсенчен кая юлман. Паянхи кун вăл сутлăхран çухалнă ĕнтĕ, халĕ ăна кашни хăй тĕллĕн пуçтарать. Хурăн шывне минералсемпе тата витаминсемпе чи пуян сĕткен теме пулать. Ăсчахсем унăн хутăшĕнче 10 витамин пуррине тахçанах тĕпчесе пĕлнĕ: А витамин (ретинол),В1 (тиамин), В2 (рибофлавин), В4 (холин), В6 (пантотеновая кислота), В9 (фолиевая кислота), В12 (цианокобаламин),С (аскорбиновая кислота), Д, Е (токоферол), РР (ниацин). Çавăн пекех хурăн шывĕнче натрий, йод, калий, магний, железо, марганец минералсемпе микроэлементсем , сапонин, тĕрлĕ эфир çăвĕсем, кислотасем тата ытти усăллă япаласем кĕреççĕ. Паха та пуян шĕвек тĕрлĕ чирсенчен сыхланмалли тата сипленмелли усăллă япала пулса тухать. Анчах унăн хирĕç каланисем те пур. Сăмахран, ăна 12 уйăх тултарман пĕчĕк ачасен, хурăн компоненчĕсене чăтăмлăх çук (индивидуальная непереносимость) çынсен ĕçмесен лайăхрах пулĕ. Апат хуранĕпе пыршă, шăк хăмпипе пÿре чирĕсем çивĕчленнĕ чух, хурăн тусанĕнчен аллергийăпа аптракан çынсен асăннă шĕвекпе усă курмалла мар.
Сипленес тесен хурăн сĕткенне уйăх тăршшĕ кунне виçĕ хутчен 1 стакан ĕçмелле. Сахăр диабечĕпе чирлекенсен сĕткене шывпа (1:2) хутăштармалла. Хирĕç каланисем пулмасан ытларах та ĕçме юрать, анчах ун пек чух 14 кун ĕçнĕ хыççăн 7 кун тăхтав тумалла.
Хурăн шывĕ организмшăн питĕ усăллă. Вăл уйрăмах çуркунне авитаминоз чухне, вăйсăрлансан, сÿрĕк кăмăлтан, неврозран, лăпкă çывăрманнинчен пулăшать. Шĕвекри дубильлĕ веществосем сосудсене çирĕплетеççĕ, шăл-çăвар чирĕсене сиплеççĕ. Вăл организмран токсинсемпе сиенлĕ япаласене кăларать.Улшăну процесĕсене йĕркелет, ÿт-тире çĕнетет. Хурăн шывĕнче нумай витаминсем пулнипе вăл шăнса пăсăлассинчен упрать, иммунитета çирĕплетет. Пÿре чирĕсенчен сиплет, шăка хăвалать, пĕвере тасатать, ват хампин ĕçне йĕркелет. Микробсене хирĕç кĕрешет, пыр шыççинчен пулăшать. Подагра чирĕпе кĕрешет, ку чух ăна ĕçĕççĕ тата унран компресс та тăваççĕ.
Юлашкинчен хурăн шывĕнчен хатĕрленĕ ĕçмеллисен рецепчĕсемпе паллаштарасшăн:
1.Квас. Кĕленче савăта 2 литр хурăн сĕткенне, пĕр кашăк çуса тасатнă иçĕм çырли, 100 грамм сахăр ямалла та 3 талăка ăшă та тĕттĕм çĕре лартмалла. Унтан сĕрмелле, сивĕтмелле, квас хатĕр.
Пылпа. Çак ĕçмелли вăрах вăхăт упранать. Пилĕк литр хурăн сĕткенне 25 грамм чĕрĕ çĕпре (дрожжи), 15 иçĕм çырли тата 30 грамм пыл кирлĕ. Ингредиентсене пурне те лайăх хутăштармалла. Шĕвеке 14 куна тĕттĕм çĕрте усрамалла. Ăна сивĕтсе ĕçсен лайăхрах пулĕ. Вăл çу тăршшĕ упранма пултарать! Лимонад. Икĕ литр хурăн сĕткенне 1 шултра лимон тураса ямалла, 7 апат кашăкĕ сахăр хушмалла. Шĕвеке вĕреме кĕриччен çулăм çинче тытмалла та плита çинчен илмелле. Виçĕ сехет лартнă хыççăн сĕрмелле, сивĕтмелле. Тутлă лимонад ĕçме хатĕр. Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.