Новости
13 Апреля 2021, 11:50

Вăрмансене авиапатруль сăнаса тăрĕ

Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче‚ çуркуннехи пушар хăрушлăхĕ умĕн‚ Пушкăртстанра вăрман фончĕн территорине «Ĕпхÿ-Зилаир» маршрутпа авиаципе вĕçсе çаврăннă.

Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче‚ çуркуннехи пушар хăрушлăхĕ умĕн‚ Пушкăртстанра вăрман фончĕн территорине «Ĕпхÿ-Зилаир» маршрутпа авиаципе вĕçсе çаврăннă.
ПР Вăрман хуçалăхĕн министерстви 4 миллион гектар çĕр лаптăкĕ çинчи вăрмансене мониторинг ирттерет. Кăçалхи çул сывлăшран патруль тумалли сакăр маршрут йĕркеленĕ‚ вĕсен пĕтĕмĕшле вăрăмăшĕ 4‚6 пин çухрăмпа танлашать.
Паянхи кун тĕлне регионта иккĕмĕш класлă пушар хăрушлăхĕ сыхланать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас