Белорецк районĕн трасси çинче Пушкăртстанри 30 çулхи арçын вилнĕ. Республикăри Патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Skoda Octavia хуçи ирхине апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче Белорецк хулинчи Киров урамĕпе пынă. Кĕтмен çĕртен автомобиль сулахай çул хĕррине пăрăннă та йывăçпа çапăннă. Машина рулĕ умĕнче ларакан çын самантрах вилсе кайнă. Инкек пулса иртнĕ вырăнта полицейскисемпе васкавлă пулăшу ĕçченĕсем ĕçленĕ.