Новости
14 Апреля 2021, 05:45

Çурт-йĕр туянма - субсиди

ПР Строительство тата архитектура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра кăçал 400 ытла çамрăк çемьене çурт-йĕр туянма субсиди пама палăртнă.

ПР Строительство тата архитектура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра кăçал 400 ытла çамрăк çемьене çурт-йĕр туянма субсиди пама палăртнă.
Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме 414 млн тенкĕ нухрат уйăрнă. Çав шутран 162 млн тенкĕ федераллă бюджетран, 251 млн тенкĕ республика бюджетĕнчен. Унсăр пуçне 31,8 млн тенкĕ муниципаллă бюджетран.
2020 çулта çакăн евĕр пулăшăва 279 çемье, пурĕ 303,7 млн тенкĕлĕх, илнĕ. ПР Спорт тата çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул вĕçĕнче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе черетре 13 193 çамрăк çемье тăнă. 2019 çулта 36 çула çитнине пула 2140 çамрăк çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă программăран кăларнă.
Чиновниксем пĕлтернĕ тăрăх, асăннă пулăшăва ытларах виçĕ ачаллă çемьесене параççĕ. Пĕр е икĕ ачаллисен çăмăллăх илес шанчăк сахалрах. Çамрăк çемьесем социаллă пулăшăва 5 çултан пуçласа çичĕ çула çити кĕтеççĕ.
Çак кунсенче свидетельствăсем панă. Ку хутĕнче пулăшăва Баймак районĕнчи - 23, Учалă районĕнчи - 18 çемье, çавăн пекех Зианчура, Шаран, Балтачево, Бирск, Благовещенск районĕнче пурăнакансем тивĕçнĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас