Новости
14 Апреля 2021, 05:50

Яла çĕнĕ çĕре куçарĕç

Хайбулла районĕнчи Подольск ялне урăх çĕре куçарĕç. Мĕншĕн тесен асăннă вырăн пăхăрпа тата цинкпа пуяннине тĕпчесе пĕлнĕ. Çĕнĕ яла никĕслессине тата унти çынсене куçарассине Подольскри пăхăрпа цинк кăларакан вырăна аталантармалли планпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

Çĕнĕ микрорайон хăпартмалли çĕр лаптăкне малтанлăха суйласа хунă, ĕç тăваканĕсене, унăн планĕпе графикне палăртнă.
Правительствăри «Çурт-йĕр хăпартакан сехетре» Хайбулла район администрацин пуçлăхĕ Рустам Шарипов 127 гектар çĕр лаптăкĕ çинче пурăнмалли çуртсем, социаллă объектсем, инженерипе транспорт сечĕсене тăвасси çинчен пĕлтернĕ.
Территорин чиккине тата планне 2021 çулта тума пуçласшăн. «Кунта сăмах хальхи вăхăта тивĕçтерекен, кирлĕ инфраструктурăллă яла пушă вырăнта тумалли çинчен пырать», - тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан правительствинче.
Маларах Радий Хабиров ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче асăннă ыйтупа ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă.
- Сире пушă вырăнта хăвармăпăр, - палăртнă регион пуçлăхĕ. - Чи малтан çĕнĕ микрорайона хăпартма пуçламалла. Ку - пирĕн тĕп тĕллев. Çулсене, культурăпа социаллă объектсене федераллă тата республика программипе тăвăпăр. Пурăннă вырăнтан куçасси вăл пысăк стресс иккенне лайăх ăнланатăп. Ку ĕçе хам тĕрĕслесе тăрăп.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас