Хайĕн ĕçри тивĕçĕсене ÿрĕк-сÿрĕк, тимсĕр пурнăçланăшăн, çавна пула çын вилесси патне илсе çитернĕшĕн, Учалă районĕнчи Сафарово ял Канаш пуçлăхне Ильдар Байбурина айăплаççĕ. Следстви палăртна тăрăх, шăпах вăл кирлине туманипе тăватă çулхи ачан пурнăçĕ татăлнă.
Ял Канаш пуçлăхĕ пĕрре мар вырăнта пурăнакан çынсен асăрхаттарăвне (хуçасăр йытăсем урам тăрăх çÿренине) шута илмен тесе пĕлтерет Раççейри Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ.
- Çынсем хускатнă ыйтăва вăл кирлĕ пек пăхса тухса татса паман. Йытăсене тытса хупас ыйтупа закон ыйтнă пек районти ятарлă организацине заявлени те çырман. Терĕссипе вара Учалă район администрацийĕ çак ĕçе тăвасси пирки асăннă организаципе килĕшÿ тунă пулнă,- тенĕ ведомствăра.
Ильдар Байбурина хальхи вăхатра тытса чарнă, следовательсем суд урлă чиновника арестлеме сĕнеççĕ. Астутаратпăр, Раççейри Следстви комитечĕн председателĕ Александр Бастрыкин çак пăтăрмахлă ĕçе тĕпчесе уçăмлатассине хăй çине илнĕ, хăех тĕрĕслесе тăрать.