Пур хыпар та
Новости
20 Апрелӗн 2021, 14:25

Республикăри аграрисем çурхи культурăсене акма тытăннă

Регионта çур аки ĕçĕсем вăй илеççĕ. Иртнĕ эрне варринче хуçалăхсем кĕрхи тĕш тырăсене тата нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарма, сÿрелеме, нÿрĕ тытма тухнăччĕ. Çак ĕçсене вĕçленĕ çĕре тыр-пул акмалли вăхăт та çитрĕ.

Акă, сăмахран, Кармаскалă районĕнчи «Шаймурат» тулли мар яваплăхлă общество аграрийĕсем йĕтĕн акма пуçланă. Çак пысăк тухăçлă культурăна хуçалăхра пĕр çул кăна мар туса илеççĕ. Кăçалхи çур аки компанийĕнче те йăлана пăсас мар тенĕ. Йĕтĕн акма валли 344 гектар çĕр уйăрса хунă. Аграрисем пысăк пахалăхлă вăрлăхсемпе усă кураççĕ. Асăннă вăрлăхсем пур требованисене те тивĕçтереççĕ.
Мелеуз районĕнчи Салават ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче выльăх апатне çителĕклĕ туса илме ĕмĕтленеççĕ. Çавăнпа та вĕсем васкасах пĕр çул ÿсекен курăксене акма тухнă. Пушкăртстанра кăçал çурхи культурăсем валли 2 млн гектар çĕр лаптăкĕ уйăрнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас