Раççейри аслă шкулсенче малашнехи икĕ çул хушшинче 45 пин бюджетлă вырăн уçăлмалла. Вĕсенчен 70 процентне регионсене уйăрса парĕç. 100 аслă шкул 100 млн тата ытларах тенкĕ грант илме пултарĕç. Çак нухрата вĕсем технопарксем йĕркеленĕ çĕре тата вĕрĕнтÿн пурлăх никĕсне çирĕплетме ярĕç. Çакăн евĕр патшалăх пулăшăвне патшалăх тытса тăракан мĕнпур аслă шкулсем илме пултараççĕ.
- 2024 çулччен гражданла, çав шутра тарăн тĕпчевсем валли, Раççей 1,6 трлн тенкĕ укçа уйăрĕ. Пирĕн санитари, биологи сферинчи хăрушсăрлăх валли шанчăклă хулкан (щит) пулмалла. Эпир кирек мĕнле вакцина та туса кăларма хатĕр пулмалла. Енчен те мĕнле те пулсан хăрушă инфекци килсе тухсан, Раççей тăватă кун хушшинче тухăçлă система шухăшласа кăлармалла, кĕске вăхăтра вакцинăпа тивĕçтермелле. Çак тĕллевсене 2030 çул тĕлне пурнăçа кĕртмелле,- тенĕ РФ Президенче Владимир Путин хăйĕн паянхи Уçă çырăвĕнче.