Новости
21 Апрелӗн 2021, 07:25

Ял территорийĕсене аталантарма 1,7 млрд тенкĕ уйăрĕç

ПР Премьер-министр çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта Пушкăртстанра «Ял территорийĕсене пĕтĕмĕшле аталантарасси» программăна пурнăçа кĕртме 1,7 млрд тенкĕ кирлĕ пулĕ. Чи нумай укçа-тенкĕ, пĕтĕмĕшле хисепĕн виççĕмĕш пайĕнчен ытларах, социаллă объектсем тунă çĕре кайĕ. Çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр хăпарма, çулсем сарма, ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртме палăртнă.

- Ял территорийĕсене аталантарасси тата республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан граждансене хăтлă условисем туса парасси – Пушкăртстан Правительствин тĕп условийĕсенчен пĕри. Кăçал ял территорийĕсене пĕтĕмĕшле аталантармалли программăна кĕрекен мероприятисем валли 1,66 млрд тенкĕ яма палăртнă, çав шутран 1,2млрд тенкине федераллă бюджет уйăрать. 700 млн ытла тенкĕ «Ял территорийĕсен паянхи сăн-сăпачĕ» программăн пилĕк проектне пурнăçа кĕртме 700 млн тенкĕ, çурт-йĕр хăпартма 200 млн тенкĕ кайĕ. Планпа килĕшÿллĕн 5 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр хăпартмалла, - палăртнă Ильшат Фазрахманов.
Ялсене газификацилеме 60 млн тенкĕ уйăрнă. 20 çухрăм ытла газ пăрăхĕ тăсма палăртнă. Çавăн пекех программăра 126 млн тенкĕлĕх 50 çухрăма яхăн шыв пăрăхĕ тăсассипе, тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă 35 программăна хута ярасси, ял территорийĕсенче пурăнакан 320 ытла çынна ĕçпе тивĕçтересси.
Эпир федераллă Ял хуçалăх министерствипе 2021-2023 çулсенчи программăна пурнăçа кĕртесси пирки килĕшÿ турăмăр. Пурĕ 5,8 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрĕç. Нухтарăн ытларах пайĕ çурт-йĕр, социаллă объектсем, çулсем тунă, территорисене тирпей-илем кĕртнĕ çĕре кайĕ.
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 385 çемьене социаллă тÿлевпе тивĕçтернĕ. Çакă вĕсене 32 пин тăваткал метр çурт-йĕр хăпартма май панă. 61 çемье çурт –йĕре социаллă майпа тара илесси пирки килĕшÿ тунă. Республикăра ял ипотекипе усă курма кăмăл тăвакансем нумай пулнă. Банксем 4,9 млрд тенкĕлĕх 2,4 пин кредит панă. Çавăн пекех программа тăрăх ял территорийĕсенчи 145 инфраструктура проекчĕ пурнăçа кĕнĕ. Пĕтĕмĕшле 2020 çулта программа мероприятийĕсем валли 2,4 млрд тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас