Пушкăртстан Республикинчи 10 çамрăксен тата спорт организацийĕ 2021 çулти Президент гранчĕсен фончĕн пĕрремĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Вĕсем пĕтĕмĕшле 8 млн тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ.
Грантăн чи пысăк хисепне (2‚9 млн тенкĕ) Рима Баталован Регионти обществăлла фондăн «Молодость нации» - Танцы на колясках для людей с повреждением опорно-двигательного аппарата (ПОДА) «Подарите нам крылья» проекчĕ тивĕçнĕ. Проект шайĕнче урапапа çÿрекен ачасемпе çамрăксене ташлама вĕрентĕç. Çак ĕçе пурнăçлама кирлĕ спорт инвентарĕсем‚ костюмсем‚ оборудованисем туянĕç.
1‚62 млн тенкĕлĕх гранта Сусăр ачасен иппотерапи республика центрĕ çĕнсе илнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн иппотерапевт лаша пулăшнипе сыватать. Çак меслет сусăр ачасемпе çамрăксене чирпе кĕрешме пулăшать. «Грация» лаша клубне» «Кентавр» проекта пурнăçлама 1‚2 млн тенкĕ уйăрса панă. Асăннă укçа-тенкĕпе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасемпе çамрăксене обществăра пурăнма‚ вĕренме е ĕçлеме хăнăхтарĕç тата вĕсен сывлăхне тавăрĕç.
«Живи здоровым» организаци «Спорт без границ» проект валли 321 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ. Проект тăрăх сывлăхĕ начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене‚ вĕсен уйрăмлăхĕсене шута илсе‚ ишме вĕрентĕç.
Спорт организацисем хушшинче «Искусство здоровья» халăха сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан регионти обществăлла организаци - 685 пин тенкĕлĕх‚ «Федерация альпинизма Республики Башкортостан» - 499 пин тенкĕлĕх‚ «Сделать шаг» сусăр ачасен центрĕ 500 пин тенкĕлĕх грантсем çĕнсе илнĕ.
Çавăн пекех республикăри виçĕ çамрăксен тата ача-пăча организацийĕ мала тухнă. «Скауты Свободы» пĕрлешĕве «Жизненное мастерство» ачасемпе çамрăксен столяр клубĕ проекта пурнăçа кĕртме 463 пин тенкĕ уйăрса панă. Сибай хулинчи «Батыр» спорт тата пушă вăхăта ирттермелли çамрăксен центрĕ «Ачасен кинезиологи вĕрентÿ центрĕ» проект валли 489 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ. Янаул районĕнчи «Пионеры Башкортостана» организаци «Шафиковские чтения» проекта тарăн çутатса пама 226‚5 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ.