Пур хыпар та
Новости
22 Апрелӗн 2021, 15:45

Хаçат-журнал çырăнăр та парне выляса илĕр

Çак кунсенче республикăра 2021 çулăн иккĕмĕш çур çулĕшĕн хаçат-журнал çырăнтарас кампани хĕрсе пырать. Юратнă кăларăмсене июль уйăхĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕ вĕçлениччен килĕсене илсе çитернисĕр пуçне подписчиксем вулакансен хушшинче ирттерекен лотерея вылявĕн çĕнтерÿçи те пулма пултараççĕ.

Район тата республика кăларăмĕсене çырăнса илес‚ парнесене (ноутбук‚ мотоблок‚ триммер‚ велосипед тата телевизор) выляттарнă çĕре хутшăнас тесен почта уйрăмне çитмелле.
«Республика Башкортостан» издательство çурчĕ кăларăмсене килтен тухмасăр www.rbsmi.ru сайт урлă çырăнса илме сĕнет.
Çакна тăвас тесен‚ «Подписка» пайра хаçатăн тата журналăн пичетлĕ е электронлă кăларăмне суйласа илмелле‚ çырăнмалла. Пичетлĕ кăларăм эсир палăртнă адреспа килĕ‚ электронлă - электронлă почта çине.
Çавăн пекех хаçат-журналсене редакци урлă та çырăнса илме пулать. Çырăнтару кампанине кирек мĕнле майпа хутшăнсан та икĕ кăларăм квитанцине «Подпишись и выиграй» республика конкурсне хутшăнма июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла. Кăларăмсене «Подписка» пайран çеç суйласа илмелле.
Квитанцисене çак адреспа йышăнĕç: 450079‚ г.Уфа‚ ул.50-летия Октября‚ 13‚ ГУП РБ ИД «Республика Башкортостан»‚ кабинет 212 с пометкой «Подпишись и выиграй» е электронлă адреспа: podpiska@rbsmi.ru.
Çак квитанцисемпе республика‚ район тата хула шайĕсенче ирттерекен вылявсене хутшăнма май пур.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас