Пур хыпар та
Новости
22 Апрелӗн 2021, 11:05

Хисеплĕ донор пулас тесен мĕн тумалла?

Раççейри Наци донорĕ кунĕ тĕлне (ăна апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) республикăри управлени центрĕ çын пурнăçне çăлас тĕллевпе юн паракансем валли асра тытмалли сĕнÿсене пичетлесе кăларнă.

Раççейри Наци донорĕ кунĕ тĕлне (ăна апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) республикăри управлени центрĕ çын пурнăçне çăлас тĕллевпе юн паракансем валли асра тытмалли сĕнÿсене пичетлесе кăларнă.
Астутаратпăр‚ çак пархатарлă утăма 18 çултан аслăрах‚ 50 килограммран ытла таякан‚ вируслă гепатитпа тата ВИЧ-инфекци чирĕсемпе чирлемен çынсем тума пултараççĕ.
Хисеплĕ донор пулас тесен‚ тÿлевсĕр 40 хут ытла юн е 60 хутчен юн плазмине памалла.
«Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнисене укçа тÿлеççĕ:
- çулсерен парăнакан тÿлев (2021 çулта çак хисеп 15 109‚46 тенкĕпе танлашнă);
- çулсерен кирлĕ вăхăтра тÿлевлĕ отпуск параççĕ;
- юн паракансем ĕçре икĕ канмалли кунпа усă курма пултараççĕ (юн панă тата ун хыççăнхи кунсем);
- «Хисеплĕ донорсене» страхлав полисĕ тăрăх патшалăх больницисенче тата поликлиникисенче черетре тăмасăр тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ;
- санаторие кайма ĕç вырăнĕнчен е вĕрентÿ учрежденийĕнчен льготăллă путевка параççĕ;
- апатланма паракан тÿлеве укçан (унăн виçи 530 тенкĕ) компенсацилеççĕ.
Çак сăпавлă ĕçпе çыхăннă тулли информацие республикăри Юн ямалли станцийĕн сайтĕнче тупма пулать. Унта паянхи кун мĕнле юн ушкăнĕсем çитменнине те палăртнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас