Пушкăртстанри ветеринарсем ирĕкре çÿрекен йытăсен шутне йĕркелес тĕллевпе асăннă чĕр чунсене операци туса ĕрчев пултарулăхне пĕтерме сăнеççĕ. Çакăн йышши шухăша ПР Ветеринари управленийĕн патшалăх ветеринари надзорĕн уйрăмĕн ертÿçи Линар Зиганшин çавра сĕтелре пĕлтернĕ.
- Хуçасăр йытăсен шутне йĕркелесе тăмалли тĕп мел - чĕр чунсене тытасси‚ вĕсене ĕрчеме юрăхсăр туса ирĕке кăларса ярасси. Йытăсен шучĕ сахалланмасть. Приютсенче агрессивлă йытăсене çеç мĕн виличчен усраççĕ. Агрессивлăх шайне кинологсем палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен ветеринарсем чĕр чунсене сиплеççĕ. Аслă шкулсенче психологипе çыхăннă чирсене вĕренмеççĕ‚ - тенĕ Линар Зиганшин.
Çавăн пекех вăл чĕр чунсене «Национальный портал животных» сайтра регистраци ирттерме сĕннĕ. Паянхи кун унта 43 пин тĕрлĕ чĕр чун.
Çавра сĕтелре пĕлтернĕ тăрăх‚ ветеринари лечебницисем пĕр уйăх хушши йÿнетнĕ хакпа стерилизаци ирттерĕç.