Пур хыпар та
Новости
24 Апрелӗн 2021, 14:40

Раççейре май уйăхĕнче каникул пулать

Рф Президенчĕ Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Попова май уйăхĕнчи уявсем хушшинчи кунсене ĕçлемелле мар кун тума сĕннине ырласа йышăннă.

Рф Президенчĕ Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Попова май уйăхĕнчи уявсем хушшинчи кунсене ĕçлемелле мар кун тума сĕннине ырласа йышăннă.
- Енчен те эсир çакă кирлĕ те усăллă пулăм тесе шутлатăр пулсан, эпĕ хирĕç мар. Паянах указа алă пусса çирĕплетĕпĕр,- пĕлтерет ТАСС Владимир Путин сăмахĕсене илсе кăтартнă май. Çĕршыв пуçлăхĕ çак çĕнĕлĕхе правительство председателĕн çумĕпе Татьяна Голиковапа тата Роспотребнадзор ертÿçипе Анна Поповапа тĕл пулнă чухне каланă.
Çавăнпа та та май уйăхĕн 1-10-мĕшĕсем канмалли кунсем пулĕç. Вун пĕрмĕшĕшĕнче çак уйăхра пĕрремĕш ĕç кунĕ шутланать.
Маларах массăлла информаци хатĕрĕсенче май уявĕсенче хушма канмалли кунсем пуласси çинчен хыпар пулнăччĕ. Паян вара çакă чăнлăхпа тÿрре тухрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас