Апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче çĕрле Ишимбай хулинчи пушарта тăватă çыннăн (çитĕннисем иккĕн тата икĕ ача) пурнăçĕ татăлнă. Паян БСТ телеканалпа иртнĕ брифингра Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Эдуард Идрисов çак синкерлĕ ĕç çинче чарăнса тăнă.
- Çуртра пурăнакансемпе профилактика ĕçĕсем, инструктажсем ирттернĕ. Манăн çакна палăртас килет, инкеке лекнĕ çемье ăнăçлисен шутĕнче пулнă,- тенĕ управлени представителĕ.
Эдуард Идрисов пушар тухнин сăлтавĕсене палăртнă. Вĕсем – вутпа асăрханса усă курманни тата электрохатĕрсене тĕрĕс мар монтаж туни, вĕсене хăрушсăрлăх нормисене пăхăнмасăр ĕçлеттерни. Вăл çавăн пекех вут-çулăм тухнине маларах пĕлтерекен прибор мĕнле ĕçленине студинче кăтартса панă, прибор нумай çынсен пурнăçне çăлса хăварни çинче чарăнса тăнă.
Маларах Пушкăртстанри Следстви комитечĕн пресс-служби Ишимбай хулинчи çĕрлехи пушарта тăватă çын вилни, «хĕрлĕ автан» электричество пралукĕ юсавсăр пулнине пула алхаснине пĕлтернĕччĕ. Пушар Гоголь урамĕнчи пĕр хутлă çуртра апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче 22 сехет те 35 минутра тухни паллă. Инкек сиксе тухнă вăхăтра çуртра 48 çулхи хĕрарăм, вăтăр саккăрти арçын (хĕрарăм йăмăкĕн упăшки), иккĕри тата вун пĕрти ачасем пулнă. Вĕсен ÿчĕсене пушар сÿнтернĕ чухне тупнă.