Пур хыпар та
Новости
25 Апрелӗн 2021, 16:25

Ĕпхÿре зоотехник-селекционерсен конкурсĕ иртмелле

Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ĕпхÿре Аграри университечĕн никĕсĕ çинче зоотехник-селекционерсен конкурсĕ иртет. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, унта республикăри мĕнпур районсенчи 60 яхăн специалист хутшăнĕ.

Малтан зоотехниксем ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе хăйсен пĕлĕвне теори шайĕнче кăтартса парĕç, çавăн пекех хальхи вăхăтра анлă усă куракан «Селекс» цифра программине мĕнле алла илнипе паллаштарĕç. Ун хыççăн выльăхсен экстерьерне (чĕр чунăн ÿт-пÿ паллисем) хак парассипе, пулас пăрăвăн «ашшĕпе амăшне» суйласа илессипе тата выльăхăн гениалогийĕ хăш ушкăна кĕнине тупса палăртассипе практика ĕçĕсем тумалла.
Пушкăртстан шайĕнчи ăмăрту çĕнтерÿçи республика чысне Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш конкурсра сĕт тата аш-какай туса илессипе ĕçлекен зоотехник-селекционерсем хушшинче хÿтĕлĕ. Вăл июнь уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче Тутарстанра иртмелле.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас