Пур хыпар та
Новости
26 Апрелӗн 2021, 12:10

Covid-19 чиртен вакцина тунисен уйрăм палли пулĕ

Пушкăртстанра Covid-19 чиртен вакцина тунисен уйрăм паллă пулĕ. Çакăн çинчен оперативлă канашлура республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра Covid-19 чиртен вакцина тунисен уйрăм паллă пулĕ. Çакăн çинчен оперативлă канашлура республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.
«Паянхи кунтан кашни çынна Covid-19 чиртен вакцина тунине çирĕплетекен паллă парĕç. Çак ĕçе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ пулăшнипе тума пултарнă», - ăнлантарса панă ПР Сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех паянхи куна республикăра пурăнакан 240 218 çын вакцинăн пĕрремĕш компонентне тунине, çакă пур пек вакцинăн 49 проценчĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Пурĕ иртнĕ çул вĕçĕнчен пуçласа республикăна «ГамКовидВак», «ЭпиВакКорона» вакцинисен 295 832 дозине çитернĕ.
Иртнĕ канмалли кунсенче пĕрремĕш тата иккĕмĕш компонентсене 15 пин çынна тунă. Апрель уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче 18 пин ытла доза тума палăртаççĕ.
Министр çавăн пекех уяв кунĕсенче вакцина тăвакан пур пунктсем ĕçлесси пирки пĕлтернĕ. Максим Забелин вĕсен ĕç графикĕ пирки хушса пĕлтерĕпĕр тесе каланă.
Пурĕ регионта 155 вакцинаци пункчĕ ĕçлет, вĕсен шутĕнче пилĕк «Сывлăх поезчĕ».
Читайте нас