Новости
26 Апреля 2021, 09:50

Владимир Жириновскине «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçемшĕн» II степень орденĕпе наградăланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин социал-демократсен партийĕн ертÿçине Владимир Жириновскине «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçемшĕн» II степень орденĕпе чысланă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин социал-демократсен партийĕн ертÿçине Владимир Жириновскине «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçемшĕн» II степень орденĕпе чысланă.
Указра пĕлтернĕ тăрăх, асăннă орденпа В. Жириновскине Раççей парламентаризмне тата саккунсене çĕнетессипе хастар ĕçленĕшĕн наградăланă.
«Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçемшĕн» II степень орденне Раççей патшалăхне вăйлăлатас, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономикине, наукăпа тĕпчев ĕç-хĕлне, культурипе искусствине аталантарас тата спорт çитĕнĕвĕсемпе, тăнăçлăхпа, çĕршывăн оборона хăватлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем тунисене параççĕ.
Иртнĕ эрнере Мускавра «Турă, патшана хăтар» юрăпа В. Жириновскин Зураб Церетели скульптор хатĕрленĕ виçĕ метрлă палăкне уçнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас