Пушкăртстанри Ĕç‚ çемье тата социаллă хÿтĕлев министерстви май уйăхĕн 4-7-мĕшĕсенче ĕç укçи тÿлемелли йĕркепе паллаштарнă. Астутаратпăр‚ Раççей президенчĕн указĕпе çак кунсем канмаллисем шутланаççĕ. Унсăр пуçне çыннăн ĕç укçи те сыхланса юлать. Министерство пĕлтернĕ тăрăх‚ организацисемпе ĕç тăвакан органсем май уйăхĕ 1-10-мĕшĕсенче ĕç вырăнĕнче пулакан çынсен шутне палăртмалла. Ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕçлекенсем ĕçе тухма килĕшмесен те вĕсене ĕçе явăçтарма пултараççĕ.