Пур хыпар та
Новости
27 Апрелӗн 2021, 15:35

Сĕт кухнисем урлă срокĕ тухнă продукци салатнă

Пушкăртстанра сĕт кухнисен сечĕ урлă 394 кг срокĕ тухнă продукци салатнă, предприятисене явап тыттарнă.Россельхознадзор управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ «Меркурий» автомат системи урлă «Сĕт кухни» ПР патшалăх автономиллĕ учреждени сутлăха срокĕ тухнă сĕт продукцийĕ тăратни паллă пулнă.

Пушкăртстанра сĕт кухнисен сечĕ урлă 394 кг срокĕ тухнă продукци салатнă, предприятисене явап тыттарнă.
Россельхознадзор управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ «Меркурий» автомат системи урлă «Сĕт кухни» ПР патшалăх автономиллĕ учреждени сутлăха срокĕ тухнă сĕт продукцийĕ тăратни паллă пулнă.
Система кăтартăвĕсем тăрăх, «Сĕт кухни» предприяти электронлă ветеринари докуменчĕсем туса срокĕ тухнă 394 кг сĕт продукцине республикăри суту-илÿ пункчĕсене çитернĕ.
- Срокĕ тухнă продукци ветеринарипе санитари тĕлĕшĕнчен пахалăхсăр тата тата сывлăхшăн хăрушă шутланать. Россельхознадзор управленийĕ асăрхаттарнă тăрăх, çакăн йышши продукцие сутлăха тăратма хатĕрленĕ электронлă ветеринари сертификачĕсем суя шутланаççĕ, - тет ведомство пĕтĕмлетсе.
Предприятие РФ Федераллă кодексăн 1 пайĕн 10.6 статйипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттарнă. Ун тăрăх 10 пинрен пуçласа 20 пин таран штраф параççĕ е организаци ĕç-хĕлне 90 талăка чарса тăратаççĕ.
«Сĕт кухни» ПР патшалăх автономиллĕ учреждени пĕлтернĕ тăрăх, «Меркурий» программăра тавар юлашкисене те шута илеççĕ. Тепĕр хут программа хатĕрленĕ чух автомат вĕсене хăй тĕллĕн хута ярать.
- Тĕрĕссипе каласан, сĕт продукцийĕ тунă чухне срокĕ тухнă чĕр таварпа усă курман, - палăртнă пресс-службăра.
Регионти Суту-илÿ министерствинче лару-тăрăва çакăн пек ăнлантарса панă:
- Кунта сăмах суту-илĕве тăратмалли электрон документа тĕрĕс мар хатĕрлени пирки пырать. Упранмалли срокĕ пĕчĕк пулнăран тата таварпа тивĕçтерекен завод продукцие вăхăтлă илсе килменрен, «Сĕт кухнинче» сĕте пĕтĕмпех ĕçе кĕртмен. Çавна май сĕтĕн пĕр пайĕ тăрса юлнă, анчах предприяти ĕçченĕ «Меркурий» программа кивĕ сĕте çĕнĕ продукци хатĕрленĕ çĕре янине асăрхаман. Тĕпрен илсен, сĕт продукцийĕ тунă чухне кивĕ чĕр таварпа усă курман. Çавăнпа та срокĕ тухнă продукцие суту-илÿ точкисене çитерни пирки сăмах та пулма пултараймасть.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас