Пушкăртстан Республикинче хĕвел çаврăнăш çăвĕ туса илекенсем 372 млн тенкĕлĕх федераллă патшалăх пулăшăвне илме тивĕçнĕ. Правительствăн премьер-министрĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов çакна ăнлантарса панă: предприятисем 1 л туса илнĕ тата сутнă çушăн 10 тенкĕ илĕç. Анчах 1 литр таварăн хакĕ 95 тенкĕрен ытла пулмалла мар.
- Йышăну хĕвел çаврăнăш çăвĕн хакĕсене çирĕплетме пулăшĕ. Субсидисем потребительсен социаллă планне ырă витĕм кÿнисĕр пуçне‚ çу туса илекен предприятисен укçа-тенкĕпе экономика тĕреклĕхне ÿстерме май парĕç‚ - тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Пушкăртстанра хĕвел çаврăнăш çăвĕ туса илекен икĕ пысăк предприяти - «Элеватор» тата «Чишминский маслоэкстракционный завод» ОООсем - ĕçлет. Республикăри предприятисем 2020 çулта 335 пин тонна тасатман хĕвел çаврăнăш çăвĕ туса илнĕ. 2021 çулти пĕрремĕш кварталта çу туса илесси 83‚6 пин тоннăпа танлашнă.