Пур хыпар та
Новости
27 Апрелӗн 2021, 15:20

Çурт тăррисене тĕплĕ юсама 119,27 млн тенкĕ уйăрĕç

Пушкăртстанри çурт тăррисен тĕплĕ юсав ĕçĕсене 119,2 млн тенкĕлĕх туса ирттерме «Санстрой» тулли мар яваплă организаципе килĕшÿ тăвĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисемпе фасачĕсене тĕплĕ юсав ирттермелли аукцион çинчен «Пушкăртстан Республикин территоринчи нумай хваттерлĕ çуртсен пĕтĕмĕшле пурлăхне тĕплĕ юсав ирттермелли регионти оператор» фонд пĕлтернĕ. Хыпара патшалăх туянăвĕсем (госзакупки) сайтра пичетленĕ. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем 119,2 млн тенке ларĕç. Контрактăн пуçламăш хакĕ 133,27 млн тенкĕ пулнă.

Çурт тăррисене Çтерлĕ, Салават, Межгорье хулисенче, Ишимбай, Мелеуз, Çтерлĕпуç, Зианчура, Белорецк, Кармаскалă районĕсенче юсĕç. Сăмахран, Çтерлĕ хулинчи пĕр çуртăн тăррине юсама 15,2 млн тенкĕ, Çтерлĕпуç ялĕнчи çурт тăррине 1,7 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ. Радий Хабиров нумай хваттерлĕ çуртсен тĕплĕ юсав фончĕн Павел Сафронов тĕп директорĕн доклачĕпе кăмăлсăр юлнă, унăн ĕçне «иккĕ» паллăпа хакланă. Туса ирттернĕ юсав ĕçĕсемпе кăмăлсăр çынсем нумай пулнине, «Стройресурс» компани ĕçе кирлĕ пек пурнăçламаннине палăртнă.
Читайте нас