Пушкăртстанра 2021 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче организацисем ĕçлекенсене мĕн чухлĕ тÿленине шута илсен регионти вăтам ĕç укçи 37 448 тенкĕпе танлашать. Çакă иртнĕ çулхинчен 5‚2% нумайрах.
Çав вăхăтрах чăн ĕç укçи‚ 2020 çулхи январь-февраль уйăхĕсемпе танлаштарсан‚ 0‚1 процента чакнă.
Пушкăртстат пĕлтернĕ тăрăх‚ кăçалхи çулăн февраль уйăхĕнче вăтам ĕç укçи 37 332 тенкĕрен иртнĕ.
Тĕпчев кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн‚ 2020 çулхи декабрь - 2021 çулхи февраль уйăхĕсенче 15 тата аслăрах çулсенчи ĕçлекенсен шучĕ 1‚942 млн çынна яхăн. Вĕсенчен 1‚841 млн çын экономикăра вăй хунă пулсан‚ 101 пинĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.
Çак тапхăрти ĕçсĕррисен шайĕ 5‚2 процентпа танлашнă.