Новости
28 Апрелӗн 2021, 06:20

Ача тĕнчинчи наци культури

Шкулчченхи ÿсĕм - ача психика енчен активлă аталанмалли‚ культурăпа паллашмалли‚ кăмăл-сипет туйăмĕсем вăранмалли‚ ăс-тăн воспитанийĕ памалли тапхăр. Асăннă ÿсĕмре ача аслисем мĕне вĕрентнине‚ каланине çăмăллăнах ăса хывать.

Шкулчченхи ÿсĕм - ача психика енчен активлă аталанмалли‚ культурăпа паллашмалли‚ кăмăл-сипет туйăмĕсем вăранмалли‚ ăс-тăн воспитанийĕ памалли тапхăр. Асăннă ÿсĕмре ача аслисем мĕне вĕрентнине‚ каланине çăмăллăнах ăса хывать.
Ача садĕнче шкул çулне çитмен шăпăрлансене наци культурине‚ йăла-йĕркесене явăçтарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вăл наци культурине упраса хăварма тата ăна çирĕплетме пулăшать. Халăхăн ăс-тăн опытĕнчен тăракан тата илемлĕхпе эстетика туйăмĕсене уçса паракан халăх ÿнерĕ пĕчĕк ачара наци мăнаçлăхĕ çуратать. Унсăр пуçне халăх ÿнерĕ халăхăн педагогика опытне уçса парать‚ çынна кăмăл-сипет‚ ĕç‚ эстетика тата технологи культурисем енчен аталантармалли меслет пулса тăрать.
Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕнчи ача сачĕн тĕллевĕсенчен пĕри - ачасен тыткаларăшĕнче культура хăнăхăвĕсене аталантарасси. Çавăн пекех пĕчĕкскерсене наци культурине‚ халăх пултарулăхне‚ йăла-йĕркесене‚ халăх календарьне тата вăййисене юратма вĕрентесси тĕп вырăн йышăнать.
Апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирĕн ача сачĕ «Наци тумĕ тăхăнса вĕренетĕп» республика шайĕнче иртекен акцине хутшăнчĕ. Çак кун шăпăрлансем наци тумĕсем тăхăнса вылярĕç‚ юрларĕç‚ тĕрлĕ халăхсен юмахĕсене итлерĕç.
Халăх йăли-йĕркисем шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче обществăри сипетлĕх тата чун-чĕм никĕсĕсем çирĕпленеççĕ. Халăх йăли-йĕркисен системи воспитани памалли тухăçлă мел пулса тăрать. Мĕншĕн тесен вăл ăс-тăн тата культура пурлăхĕсене пĕр ăруран тепĕр ăрăва парса пыма пулăшать.
Елена ГРИГОРЬЕВА‚ Анастасия СОЛОДСКАЯ
воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ‚ Рощинский ялĕ.
Читайте нас